Чӑваш наци музейӗнче тӗлӗнмелле курав уҫӑлнӑ. Республикӑра кӑҫал ирттерме йышӑннӑ Экологи культурин ҫулталӑкне халалланӑскер усӑ курнӑ япаларан ҫӗнӗ япаласем ӑсталама май пуррипе паллаштарать.
«Шупашкарти пӗр предприятире усӑ курнӑ полиэтилен хутаҫпа пластик савӑт-сапаран картлашкасем кӑларма пуҫланӑ. Продукцие ытти регионсенче те туянаҫҫӗ. Чӑваш Енри кун пек предприятисем пӗр тытӑма пӗрлешнӗ. Вӗсем ӑпӑр-тапӑртан мӗн тума пултарассине те тӗпчеҫҫӗ. Сӑмахран, розетка корпусӗсенчен чавсапа чӗркуҫҫине хӳтӗлекен хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пластик палассем, шӑвармалли шлангсем, калча ӳстермелли савӑтсем тата ытти нумай усӑллӑ япала туса кӑлараҫҫӗ», — хыпарлать музйери куравпа паллашнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ.
Куравра Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Кванториумсенче» вӗренекенсем шутласа кӑларнӑ япаласене те курма пулать иккен. Сӑмахран, ҫӗр улми хуппинчен хатӗрленӗ чашӑк-тирӗке тата пултӑранран ӑсталанӑ музыка инструменчӗсене.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пенсинерсем кӗнеке ӑшне вуланӑ вырӑна тупма хуракан хӑйӑва чӑвашла эрешсемпе илемлетнӗ.
Асӑннӑ хулари «Манӑн социаллӑ центр» клуба ҫӳрекен ватӑсем тӗрлӗ енӗпе вӑхӑта ирттереҫҫӗ. Унти «Тӗрӗ тӗнчи» клуба та халӑх йышлӑ пуҫтарӑнать.
Кӗнеке хушшине хумалли ятарлӑ хӑйӑва ал ӑстисем чӑвашла капӑрлатма шухӑш тытнӑ. Тӗрлесе хатӗрленӗ хӑйӑва икӗ енлӗн усӑ курма пулать. Вӑл икӗ енчен те ҫыпӑҫуллӑ пулса тухнӑ. Тӗрлеме вара кинемейсем хӗрлӗ, сарӑ тата хура тӗссемпе усӑ курнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 86 ҫулти кинемей пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен тесе паллаштарнӑ. Хайхискер кинемее алӑри укҫана банка илсе кайса тӗрӗслемелле тесе ӗнентернӗ.
Укҫа патне пӗр ҫамрӑк пынӑ. Ватӑ ҫын ӑна 340 пин тенке тыттарса янӑ. Укҫана каччӑн ултавҫӑсене куҫарса памалла пулнӑ. Анчах ҫапла тума май килмен. Кун хыҫҫӑн вӑл куратора шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Хайхискер каччӑ патне пултаруллӑ ӗҫчене ярса пама шантарнӑ. Каччӑ патне иккӗн пынӑ та укҫана илсе кайнӑ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн каччӑ каллех куратор патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ ӑна полицие пӗлтерме сӗннӗ.
Халӗ 18 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пакунлисем кинемее шар кӑтартнӑ ытти ҫынна та шыраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр талӑкра икӗ хваттер алӑкне чӗртсе янӑ. Пушар пилӗк хутлӑ ҫуртсенче пулнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре, Семёнов урамӗнчи 39-мӗш ҫуртӑн 4-мӗш подъездӗнчи 5-мӗш хутри алӑка чӗтсе янӑ. Пушара ҫӑлавҫӑсем киличчен сӳнтерме ӗлкӗрнӗ. Ҫав кун каҫхи 17 сехет тӗлӗнче Терешкова урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри алӑка чӗртсе янӑ.
Икӗ эрне каялла Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсене чӗртсе янӑ. Ун чухне Лебедев урамӗнчи 3-мӗш ҫуррти хваттерсенчен пӗрин алӑкне тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 48-мӗш ҫуртра урая шар кӑтартнӑ.
Юстицин аслӑ канашҫине Сергей Алексеева Канашри районсен хушшинчи прокурора ҫирӗплетнӗ. Хушӑва Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ Игорь Краснов алӑ пуснӑ.
Сергей Алексеев 1983 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. 2005 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн прокуратура органӗсенче 15 ҫул тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2020 ҫултанпа ЧР прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫи пулнӑ.
Аса илтерер: унччен Канашри районсен хушшинчи прокуратурӑна Сергей Фирсов ертсе пынӑ. 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе вӑл - Шупашкар хулин прокурорӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти арҫын патне мессенджерта палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Ҫав хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи харпӑр кабинета ҫӗмӗрнӗ иккен. Кунпа усӑ курса ултавҫӑсем унӑн ячӗпе кредит илесшӗн имӗш.
Ҫак хӗрарӑм хушнипе арҫынпа арӑмӗ банка 500 пин тенкӗ кредит илме кайнӑ. Укҫана вӗсен «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла пулнӑ.
Банк менеджерӗ сисчӗвленнӗ: арҫын пӑлханнӑ, ыйтусене йӗркеллех хуравламан. Банк ӗҫченӗ ултавҫӑсем усӑ куракан мел пирки каласа кӑтартсан тин арҫын йӑлтах каласа панӑ. Менеджер ӑна полицие кайма сӗннӗ.
Мария Большакова менеджера вара ШӖМӗн Тав хучӗпе чысланӑ.
Чӑваш транспорт управленийӗ республикӑна ҫӗнӗ троллейбуссем килнине пӗлтерет. Паянхи куна «Горожанин» ятлӑ 7 троллейбус килсе ҫитнӗ. Вӗсене республика хысни шучӗпе туяннӑ. Нарӑс вӗҫӗччен пирӗн пата тата тепӗр 14 троллейбус илсе килмелле. Ҫапла вара 21 ҫӗнӗ троллейбус пулӗ.
Ӗнер Чӑваш транспорт управленийӗнче республика Правительствин вице-премьерӗ Павел Данилов тата транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Максим Петров пулнӑ. Вӗсем Ӗпхӳрен нумай пулмасть илсе килнӗ «Горожанин» троллоейбуссене хаклама пынӑ.
Ҫӗнӗ транспорт муниципалитетсем хушшинчи 62-мӗш маршрутпа ҫула тухӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона Шупашкарти «Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» чарӑнупа ҫыхӑнтарӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан режиссер Марат Никитин Юхма Мишшин повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Асампай мучин истоийӗ» фильм кионтеатр экранӗ ҫине тухӗ. Вӑл – вырӑсла.
Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ. Фильмри пулӑмсем 1949 ҫулта пулса иртеҫҫӗ. Асампай мучи пӗртен-пӗр ывӑлӗ вӑрҫӑран таврӑнасса кӗтме пӑрахмасть. Юлашкинчен вӑл ҫак ҫухатупа пурӑнма хӑнӑхать.
Асампая Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов вылянӑ. Фильма Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче 1937 ҫулта хута янӑ ҫуртра ӳкернӗ. Монтаж туса пӗтернӗ. Халӗ прокат удостоверенине хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл пысӑк экран ҫине тухасса кӗтмелли ҫеҫ юлать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулхи хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗне хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Валентина Максимова (Воронцова) кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче килӗнчен тухса кайнӑ.
Хӗрарӑм 155 сантиметр ҫӳллӗш, тулли пӳ-силлӗ, ҫӳҫне хӗрлӗрех тӗспе сӑрланӑ, куҫӗ хӑмӑртарах симӗс.
Ватӑ ҫын симӗс куртка, хӑмӑр атӑ, тӗксӗм хӗррлӗ калпак тӑхӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Антонина Степанова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 17-ре пулнӑ.
Антонина Кирилловна Рязань облаҫӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче медсестрасем кирлӗ тесе медтехникума вӗренме кӗнӗ. Вӗренӳ хыҫҫӑн кашни кун госпитале аманнисене пӑхма ҫӳренӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Антонина Василипе пӗрлешнӗ. Малтан вӗсем Украинӑра пурӑннӑ, кайран - Абхазире. Мӑшӑр ывӑлпа икӗ хӗр ӳстернӗ. Упӑшкинчен тӑлӑха юлсан Антонина Ҫӗнӗ Шупашкара аслӑ хӗрӗ патне куҫса килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |